
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑма тухтӑрсем тӳлевсӗр эмел илме ҫырса панӑ-ха. Анчах ӑна вӑл ниепле те кӗтсе илеймен. Тӗрӗсрех каласан, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнченпе эмел пулман.
Ҫав хӗрарӑмӑн хӗрӗ «Контактра» социаллӑ сетьре РФ Следстви комитечӗн председателӗнчен Александр Бастрыкинран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, сусӑр амӑшӗ валли кирлӗ эмел ыйтса профильлӗ ведомствӑсене тархасланин усси пулман.
Александр Бастрыкин Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫине Александр Полтинина пуҫиле ӗҫ пуҫарма хушнӑ.

Чӑваш Енри 1-мӗш следстви изоляторӗнче ларакан упӑшкине унӑн арӑмӗ сигаретпа наркотик пама тӑнӑ. Наркотиклӑ хӗрарӑма ҫав япалана тупса палӑртма хӑнӑхтарнӑ «Альфа» ятлӑ йытӑ пулӑшнӑ.
Халӗ пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 228-мӗш пайӗн 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ. Тӗрӗслев малалла пырать.

Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури «Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ» учреждени ҫамрӑксен фестивальне ирттернӗ вӑхӑтра укҫана саккуна пӑсса тӑкакланине тупса палӑртнӑ.
2024 ҫулта ирттернӗ ҫав мероприяти валли учреждени коммерци организацийӗсемпе арт-объектсем хатӗрлеме тата вӗсене турттарса пырса пама 6 контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫшӗн 1 миллион тенкӗ ытла тӳленӗ. Тӗрӗссипе вара нимле арт-объект та туса паман.
Халӗ надзор органӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра тасатмалли сооружени ӗҫлеменрен таса мар шыв Ҫавала ҫаплипех юхса выртать. Ку ҫивӗч ыйтӑва ялти пӗр хастар арҫын хускатнӑ, вӑл Халӑх фронтӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.
Халӗ вара ку пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн пуҫлӑхӗ Александр Бастрыкин таранах пӗлеҫҫӗ. Асӑннӑ комитетӑн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, кун пек тума Александр Бастрыкин хушнӑ.

Шалти ӗҫҫен министерствин Канашри пайӗнче ӗҫлекен арҫын тата унӑн икӗ тусӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Пакунлӑ ҫынпа унӑн тусӗсем тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 163-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче хайхисем салтакран укҫа туртса илмелли меслет шухӑшласа тупнӑ. Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пакунли салтак ҫумӗнче наркотик тупнӑҫи тунӑ. Унтан тусӗсемпе пӗрле ӑна хӑратса укҫа шӑйӑрса илесшӗн пулнӑ, 500 пин тенкӗ пама ыйтнӑ, салук вырӑнне машинине илсе кайнӑ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан вӑйпитти арҫын, ӳсӗрскер, фельдшера тапӑннӑ.
Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ. 35 ҫулти арҫынпа пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм ӳсӗр арҫынна япӑх пулса кайнӑран тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ӑна тӑна кӗме пулӑшнӑ хыҫҫӑн хайхискер ҫӗҫӗ ярса илсе 39 ҫулти фельдшера вӗлерессипе хӑратма пуҫланӑ. Бригадӑн пӗр пайӗ балкон ҫине тухса тарнӑ, хӗрарӑм-тухтӑр подъезда тухса тарса йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Усал арҫын тӗлӗшпе халӗ ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Чӑваш Енри М-7 ҫул ҫинче 40 килограмм наркотик тиенӗ машинӑна тытса чарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Муркаш районӗнче Пушкӑртстан номерӗллӗ «Инфинити» машинӑна чарнӑ. Унта икӗ арҫын ларса пынӑ.
Вырӑна наркополицейскисемпе Росгварди ӗҫченӗсем те пырса ҫитнӗ. Машинӑра 40 килограмм ытла мефедрон тата гашиш пулнӑ. Ӑна арҫынсем Ленинград облаҫӗнчен Пушкӑртстана илсе ҫитерме тӑнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫынна ҫынсене суйса пропискӑна тӑратнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗше пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.
Таджиксене хӑйӗн хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑшӑн ӑна лешсем укҫа тата икӗ мӑшӑр кроссовки панӑ. Ҫавӑншӑн арҫын тӑватӑ таджика пропискӑллӑ тунӑ. Хваттере ют ҫӗршыв ҫыннисене вӑл авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче пропискӑна тӑратнӑ. Пурӑнма арҫын хӑй тӑванӗпе (вырӑсла хыпарта сестра тенӗ) пурӑннӑ, 20-26 ҫулсенчи таджиксем вара Ярмӑрккӑ урамӗнче хваттер тара илнӗ.

Эх, ҫав эрех! Пӗр ҫынна та ырӑ тумасть ҫав вӑл. Пӗрех этем алли ун енне туртӑнать.
Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти арҫын килӗнче тӑванӗпе (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи вырӑсла хыпарта «брат» тенӗ. Те пиччӗшӗ ӗнтӗ, те шӑллӗ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) хирӗҫсе кайнӑ. Хӑй ӳсӗр пулнӑ. Сӑмахпа ҫӗнтереймессӗн туйӑннӑ пуль-ши — алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те унпа пӗр хутчен чикнӗ. Шар курни куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
51 ҫулти арҫынна ҫынна вӗлернӗшӗн суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.

Шупашкарти медицина колледжӗнче вӗренекен виҫӗ хӗр сӗтев тӳлесе зачёт тытнӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Тухтӑр пулма вӗренекен виҫӗ хӗр ют ҫӗршыв чӗлхипе зачёт илес тесе преподавателе 3-шер пин тенкӗ сӗтев панӑ. Каярах студенткӑсем диплом та хӳтӗленӗ.
Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан прокуратура документа пӑрахӑҫлама ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Хальлӗхе пӗрин документне пӑрахӑҫланӑ, кӗҫех тепӗр иккӗшӗнпе ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухӗҫ.
Преподаватель медколледжра ӗҫлемест ӗнтӗ, ӑна унтан кӑларса янӑ. Ку ҫеҫ те мар, пуҫиле майпа явап тыттарса 40 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
